"Тăван чĕлхепе тата тăван литературăпа чи лайăх вĕрентекен" конкурс

"Тăван чĕлхепе тата тăван литературăпа чи лайăх вĕрентекен" конкурс

      Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче "Тăван чĕлхепе тата тăван литературăпа чи лайăх вĕрентекен" конкурсăн муниципаллă тапхăрĕ иртрĕ. Ку конкурса хутшăнма тĕрлĕ шкулта тăван чĕлхене тата тăван литературăна юратма вĕрентекен виçĕ хастар хушăнма кăмăл турĕ: Артемьева А.Н. (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкул), Багаутдинова Ч.Н. (Тукай вăтам шкулĕ) тата Копташкина О.Н. (Асанкасси вăтам шкулĕ).

Конкурса хутшăнакансем ачасемпе уçă уроксем, класс сехечĕсем ирттерчĕç, хăйсен паха опытĕнче усă куракан мелсемпе меслетсемпе паллаштарчĕç, мастер-классем кăтартрĕç.
      Конкурсăн кашни тапхăрĕнчех вĕрентекенсен пултарулăхĕ, ăсталăхĕ çýллĕ шайра пулни палăрчĕ. Вĕсен ĕçне сумлă тýресем тимлерĕç. Конкурсантсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç, тĕрлĕ методика çĕнĕлĕхĕсене тишкерчĕç, тăван чĕлхепе литературăна вĕрентес ĕçри çивĕч ыйтусене сýтсе яврĕç.

Маттур вĕрентекенсем ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлчĕç, кашни урокра ăшă кăмăл-туйăм хуçаланчĕ.

Тýресем пĕр шухăшлă пулса çĕнтерýçĕ ятне Оксана Николаевна Копташкинăна пачĕç. Эпир ăна район ятне республикăра хýтĕлеме ăнăçу сунатпăр.